Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче 1934 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗнче кулаксем вӗлернӗ Гордей Пылина халалланӑ палӑка юсаса ҫӗнетнӗ.
Пылин Гордей Кириллович 1898 ҫулта Тулти Пӑртас (халь Пӑртас ялне кӗрет) ялӗнче ҫуралнӑ. Шалти Пӑртас (вӑл та халь Пӑртас ялӗ шутланать) ял халӑхӗпе пӗрле икӗ ялта «Гигант» калхус йӗркеленнӗ. Чи малтанхи председателӗ пулма Гордей Кирилловича шанса панӑ. 1932 ҫулхи ака уйӑхӗнче ӑна Пӑртас ял совечӗн председательне суйланӑ. 1934 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗнче Пӑртас ялӗнче, ирхи пухура патшалӑха ҫӑкӑр сутассине сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн таврӑнаканскере, пӑшалтан персе вӗлернӗ.
Пӗрремӗш председателе халалласа палӑка 1963 ҫулта туса лартнӑ. 1990-мӗш ҫулсенче тивӗҫлипе пӑхманнине кура вӑл юрӑхсӑра тухма тытӑннӑ. Палӑка ҫӗнетсе юсас шухӑшпа Пӑртас ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Петров тухнӑ. Укҫа-тенкӗне хӑй, вырӑнти усламҫӑсем тата ял халӑхӗпе пӗрле пухнӑ. Палӑка юсас ӗҫе Алексей Егоров тунӑ, ӑна ял халӑхӗ те май ҫитнӗ таран пулӑшнӑ.
Вӑрнар районӗнчи Хурапыр Юнтапа ялӗнчи халӑх уяв йӗркеленӗ. Ҫынсем чӑваш тумӗ тӑхӑнса лапама васканӑ.
Уяв лапамӗнче сӗтел хатӗрленӗ, вӗри шӳрпе лартнӑ. Уява ял тӑрӑхӗн депутачӗ Галина Васильева ертсе пынӑ. Хурапырсене саламлама Вӑрнар район пуҫлӑхӗ Леонид Николаев, Нурӑсри вӑтам шкул директорӗ Татьяна Ефимова, Юнтапари ял хуҫалӑх предприятийӗн ертӳҫи Петр Трифонов тата ытти хӑна ҫитнӗ.
Чи маттуррисене ял тӑрӑхӗн хисеп хучӗпе чысланӑ. Ӗҫ ветеранӗ Илья Степанов Хурапыр ял историйӗпе паллаштарнӑ.
Уява пухӑннисене пултарулӑх ушкӑнӗсем юра-ташӑпа савӑнтарнӑ. «Утмӑлтурат» ветерансен ушкӑнӗ «Алран кайми аки-сухи» юрӑ пуҫласан, уяври ҫынсем пурте ура ҫине тӑнӑ. Ача-пӑча валли вара вылямалли лапам йӗркеленӗ.
Иртнӗ эрнере Вӑрнар районӗнче 20 ҫулти хӗр пуйӑс айне пулнӑ. Малтанах пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑкскер тавар турттаракан пуйӑс айне хӑй сикме пултарнӑ. Анчах тӑванӗсемпе пӗлӗшӗсем ҫакна хирӗҫлеҫҫӗ.
Машинист рельс тӑрӑх утакан ҫынна курсан пуйӑса кӑшкӑртнӑ-мӗн. Анчах лешӗ пӑрӑнман. Тӑванӗсемпе пӗлӗшӗсем каланӑ тӑрӑх, пике хаваслӑскер, пурнӑҫа юратаканскер пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн ҫине алӑ хурайман.
Ҫав кун пикене курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл хаваслӑ пулнӑ. «Ахӑртнех, вӑл пуйӑса кая юлса асӑрханӑ», — тенӗ аппӑшӗ. Ку ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре пулнӑ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, хӗр ҫак вӑхӑтра унта ӑнсӑртран лекмен. Ҫамрӑксем каҫсерен станцӑ ҫывӑхӗнче час-часах пухӑннӑ. Хӗр те ҫав куҫ унталла рельс тӑрӑх утнӑ-мӗн.
Халӗ ку ӗҫе следовательсем тӗпчеҫҫӗ.
Вӑрнар поселокӗ хӗрринчи ҫул ҫинче темӗн те йӑваланать: хутаҫ, йывӑҫ, сӗтел-пукан, пластик кӗленче, михӗ, ҫӳп-ҫап… Ку вӑрнарсене шутсӑр пӑшӑрхантарать. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫӳп-ҫап купи чакса мар, ӳссе пырать.
Унта пурӑнакан Александр Иванов «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, поселокри ҫӳп-ҫапа йӗркеллӗ илсе тухмаҫҫӗ. Ҫул пӑрӑнӑшӗнче, кабель савучӗпе чукун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта, свалка пухӑннӑ.
Кун пирки Вӑрнар район администрацийӗ нимӗн те калайман. Пӗртен-пӗр эколог вӗренӳре-мӗн, ҫавӑнпа нимӗнле комментари те паман вӗсем.
Вӑрнар ял тӑрӑхӗн ӗҫченӗсем вара ку свалка пирки пӗлмеҫҫӗ те. Анчах ку вӗсене яваплӑхран хӑтармасть. Ҫӳп-ҫапа тасатма шантарнӑ вӗсем.
Италири Римини хулинче Пӗтӗм тӗнчери каратэ федерацийӗн Кубокӗ тата 11-мӗш чемпионат вӗҫленнӗ. Унта Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди чылай медаль ҫӗнсе илнӗ.
Пирӗн ҫӗршывӑн команди 29 ылтӑн, 22 кӗмӗл, 19 бронза медаль ҫӗнсе илнӗ. Пирӗн республикӑри Ве-Ка-Це каратэ федерацийӗн воспитанникӗсем те пухмача медальсемпе пуянлатнӑ.
78 килограмран ытларах таякан виҫе категорийӗнче Сергей Павлов кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Вӑрнар районӗнче ҫуралса ӳснӗскер медале Республика кунӗн уявне халалланӑ. Иван Ивановпа Адабай Тимофеев та маттурлӑхӗпе палӑрнӑ. Вӗсем виҫӗ бронза медаль ҫӗнсе илнӗ.
Муниципалитетсене ертсе пыракансен тата муниципалитет служащийӗсен Республика кунӗ тӗлӗнче канма вӑхӑт пулман. Ҫӗртмен 25-мӗшӗнче, сӑмахран, вӗсем асӑннӑ ӗҫре тӑрмашакансен IX кунне хутшӑннӑ. Кӑҫал ӑна Куславкка районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче ирттернӗ.
Мероприятине хутшӑннӑ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Ен пуянсене укҫа-тенкӗ хывма илӗртӳллӗ регион пулнине, влаҫра ларакансем халӑх пурнӑҫне лайӑхлатассишӗн ҫине тӑрса ӗҫленине палӑртса хӑварнӑ.
Тӗрлӗ тупӑшӑва тухнисен утӑ ҫулма та, мечӗк хӑвалама та тивнӗ. «Пӑхаттир пуҫлӑх» номинацире ку ята Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ял тӑрӑхне ертсе пыракан Сергей Мульдияров ҫӗнсе илнӗ, иккӗмӗш вырӑнта — Тӑвай районӗнчи Йӑнтӑрччӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Семенов, виҫҫӗмӗшӗнче — Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев.
Хутӑш эстафетӑра Шупашкар районӗ мала тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — куславккасем, виҫҫӗмӗшӗнче — сӗнтӗрвӑррисем.
Ҫак кунсенче пирӗн республикӑри харӑсах темиҫе районпа факеллӑ ҫынсем чупса иртнӗ.
Эрнекун, ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ҫавсем Вӑрнар районӗнче пулнӑ. Унта вӗсем Элӗк районӗнчен пырса кӗнӗ, кайран Йӗпреҫ енне тухса кайнӑ.
Факел йӑтнӑ ҫынсем — «Тӗнче чупӑвӗ – 2016» Пӗтӗм тӗнчери мир, туслӑх, ӑнланулӑх эстафетине хутшӑнакансем. Унта хутшӑнас текенсен спортсмен пулни кирлӗ мар, ҫулне те пӑхмаҫҫӗ. Ҫунакан факела темиҫе метр та пулин йӑтса утмалла е алӑра тытса тӑрсан та ҫителӗклӗ теҫҫӗ.
Кӑҫалхи чупу вӑхӑтӗнче пирӗн ҫӗршывра кӑна 19 пине яхӑн километр ҫӗнмелле. Старта Владивосток, Севастополь, Пермь тата Мускав хулисенче палӑртса хунӑ. Раҫҫей команди Казахстанри, Монголинчи, Беларуҫри, Китайри тата Финлянди чиккинче Европӑри интернационаллӑ ушкӑнпа тӗл пулмалла.
Мероприяти Ӗпхӳ хулинче, Европӑпа Ази чикӗленнӗ вырӑнта, хупӑнӗ. Унта Хӗвеланӑҫпа Хӗвелтухӑҫ пӗрлешӗҫ.
Вӑрнар районӗнчи Ершепуҫӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ ҫӗкленет.
Тухтӑр пӳртне тӑвассине "Чӑваш Республикинче ял ҫыннисене медицинӑпа санитари пуҫламӑш пулӑшӑвӗ кӳрессипе хушма мерӑсем ҫинчен" республика Элтеперӗн 2012 ҫулхи хушӑвне пурнӑҫланӑ май тытӑннӑ.
ФАПа вӑрнарсем ҫак уйӑх вӗҫӗччен туса пӗтересшӗн. Ӗҫе пурнӑҫлакан "Анкер" строительство организацийӗ никӗс ярса пӗтернӗ, халӗ стенасене хӑпартать. Апла пулин те ӗҫ хӑвӑртлӑхӗ кирлӗ шайра пырать тееймӗн. Вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство графикран юлса пулса пырать.
Ӗҫе хӑвӑртлатассишӗн епле мерӑсем йышӑнассине каламан-ха район администрацийӗн сайтӗнчи хыпарта. Ӗҫе пурнӑҫлама республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви ыйтнине вара палӑртса хӑварнӑ.
Кӑҫал ҫул-йӗре юсас ӗҫе ЧР Правительстви 4 миллиард тенкӗ ытла тӑкаклама хатӗр. Хӑш-пӗр ҫӗрте ҫӗнӗ ҫул сарӗҫ, теприсенче киввисенех юсӗҫ.
Вӑрнар районӗнче хӗл лариччен 5 ҫухрӑм ҫул сарма палӑртнӑ. Вӑрманкасси ялӗнче кӗҫӗх ҫӗнӗ ҫул пулӗ. Халӗ 920 метр тӑршшӗ участокра ӗҫ хӗрсех пырать. Вӗтӗ чул сапнӑ ӗнтӗ. Ҫӗнӗ ҫулӑн сахалтан та 4 ҫул чӑтмалла. Подрядчик ӗҫе уйӑх вӗҫлениччен туса пӗтерме шантарнӑ.
Ялта ҫул питӗ япӑх. Ҫӗнӗ ҫул сарма тытӑнсан халӑхӑн кӑмӑлӗ те ҫӗкленнӗ. Урапапа ҫӳрекенсем ҫеҫ мар, ҫуран утакансем те кӑмӑллӑ. Вӗсем валли тротуар та пулӗ.
Ҫулсене тытса тӑма тата юсама 38 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ӗҫӗн 40 процентне пурнӑҫланӑ ӗнтӗ. Ҫитес вӑхӑтра Ярмушка тата Упнер ялӗсенче ҫӗнӗ ҫул сармалла.
Вӑрнар районӗнчи Кивӗ Шуртанта хальхи вӑхӑтра ял уявне хатӗрленеҫҫӗ. Ытти хӑш-пӗр ялти пек ӑна ҫулсерен йӗркелемеҫҫӗ — пилӗк ҫулта пӗрре пухӑнаҫҫӗ. Хӑҫан уявлассине Ҫимӗке кура палӑртаҫҫӗ. Ун умӗнхи шӑматкун ял уявне йӗркелеҫҫӗ.
Ял кунӗччен вырӑнтисем тавралӑха тирпей-илем кӗртеҫҫӗ. Кил умне кӑна мар, урама та хӑтлӑх кӳреҫҫӗ. Пӗве хӗррине пӑрахса хӑвармаҫҫӗ: ун тавралла ӳсекен курӑка ҫулса тирпейлеҫҫӗ, тасатмаллине тасатаҫҫӗ. Унта-кунта ӳсекен ват йывӑҫсемпе кирлӗ-кирлӗ мар хунава та касса тухаҫҫӗ. Ӗҫе пӗр самантра вӗҫлеме ҫук та, темиҫе кунах аппаланаҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗчченех тимлеме палӑртса хунӑ. Ваттисен праҫникӗнче вара яла хӑна-вӗрле пуҫтарӑнӗ. Тӑван-пӗтенпе тата ял-йышпа пӗрле савӑнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.06.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Сокольников Петр Фадеевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Яковлев Владимир Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Макаров Николай Иванович, чӑваш тухтӑрӗ, медицина ӑҫлӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхне йӗркеленӗ. | ||
| Шупашкарта Петӗр Хусанкай палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |